Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхне 8 ял кӗрет. Кашнин хӑйӗн историйӗ, йӑли-йӗрки... Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чурпай ялӗ ирех уяв сывлӑшӗпе тулчӗ. Унта пурӑнакансем ял кунне паллӑ турӗҫ. Уява Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ионова уҫрӗ. Хисеплӗ хӑнасем — районти финанс пайӗн ертӳҫи Ольга Музякова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Людмила Шишкова. Людмила Ивановна пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, тулӑх пурнӑҫ сунчӗ. «Кашни ҫемьере ӑшӑлӑх, хӑтлӑх тата ҫителӗклӗх хуҫалантӑр», — терӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи сӗм аваллӑхран хӑйӗн историне тӑсакан ялсенчен пӗри — Вускасси — хӑйӗн уявне юрӑ-кӗвӗпе, хӑнасемпе ял-йыша апат ҫимӗҫпе сӑйласа паллӑ турӗ. Ҫак уяв тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерет. Вӑл инҫетре пурӑнакан юлташсемпе, пӗлӗшсемпе тата тӑвансемпе тӗл пулмалли чи лайӑх сӑлтав. Вускасси ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата хирург Кузьма Пайраш, филолог Горшков А.Е. ҫуралнӑ. Кӑҫалхи уява Вускасси ялӗ «Лунтик» ятлӑ ача картишӗ уҫрӗ. Шанатпӑр, ҫитес уяв валли ҫак картишре, халлӗхе пӗчӗк Вускасси пуласлӑхӗ валли, вылямалли хатӗр лӑк тулли пулӗ. Ача картишне уҫнӑ хыҫҫӑн сӑмаха ял старости Клопов А.В. сӑмах илчӗ, ялта тирпей-илем кӗртессипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Вускассисене Муркаш администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ананьев В.К. саламларӗ, Ярапайкасси пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Чернова А.В. уявпа саламланисӗр пуҫне тивӗҫлисене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Кӳршӗ Яраккасси ялӗнче пурӑнакан Е.Е. Ерагин таврапӗлӳҫӗ тата халӑх академикӗ Вускасси ял историне аса илсе ял уявне йӗркелекен Сыпайкасси культура ҫурчӗн ертӳҫине Боголюбова Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн. Унта ӗнер ку ыйтупа вырӑнтисемпе пуху ирттернӗ. Халӑхпа тӗл пулма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов пырса ҫитнӗ. Района ертсе пыракан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче укҫа енчен те питӗ хӗсӗк, ҫавна пулах вырӑнти ыйтусене (ҫул-йӗр тӑвассине, шыв пӑрӑхӗсемпе ҫыхӑннине, ку списока тем чухлӗ тӑсса кайма пулать) татса пама «кӗмӗл» хӗсӗк. Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗсенчи тӳре-шарана тытса тӑмалла, укҫи-тенкине вӗсем валли уйӑрмалла. Ҫапах та ҫынсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫынсене меллӗрех пултӑр тесе вырӑнти ыйтупа ӗҫлекен специалистсене хӑвармалла. Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Анат Кӑмаша, Тури Макарин тата Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗсене пӗрлештерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнчи ҫынсем концерта пухӑннӑ. Уй урамӗнче пурӑнакан 5–15 ҫулсенчи ачасем ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Культура ҫурчӗн заведующийӗ концерта ертсе пынӑ. Уй урамӗ учительсемпе, спортсменсемпе, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемпе пуян. Кунта алӗҫне юратакан ҫынсем те пурӑнаҫҫӗ. Ачасем сцена ҫинче хаваслӑ, ташлама хӗтӗртекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Куракансем вара вӗсемпе пӗрле юрланӑ. Уй урамӗнче пурӑнакансем ачасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Унта кукӑль таврашӗ, пулӑ, пылак ҫимӗҫ лартнӑ. Кӳршӗ-аршӑ тӗл пулса калаҫмалли сӑлтав та ку. Кунашкал мероприятисем ҫынсене пӗр тӗвве пухаҫҫӗ, туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫынсем кун пек концерта кашни ҫулах йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗн ҫыннисем ял уявне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ. Малтанах халӑх пӗрле кар тӑрса урамсене тирпейленӗ, хӑмпӑсем, плакатсем ҫакнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Ялти чи ватӑ тата ҫамрӑк ҫынна та чысланӑ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ. Шкул урамӗнче пурӑнакансем тасалӑхӗпе палӑрнӑ. Кил картишне илемлетес енӗпе Ю.Васильев фермера чысланӑ. Вырӑнти фольклор ушкӑнӗ илемлӗ чӑваш юррисемпе савӑнтарнӑ. Вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Вӗсем шашкӑлла, шахматла вылянӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем та кӑмӑл туличчен савӑннӑ. Вӗсемпе вӑйӑсем ирттернӗ, шӑпӑрлансем флешмоба та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗн ҫыннисем питӗ хастар. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ Альбина Зверева тата ял старости Николай Плешков пуҫарнипе вӗсем нимелле пысӑк ӗҫ тунӑ. Халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнӑ вӑл. Ара, Кӗҫӗн Кӗтне юханшывӗ урлӑ каҫса ҫӳремешкӗн кӗпер кирлех-ҫке-ха. Ку кӗпер патӗнчен Чапаев урамне тата ял масарӗ ҫине кайма пулать. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн кашни килтен 500-шер тенкӗ пухнӑ. Унпа стройматериалсем туяннӑ. Кӗпере юсамашкӑн ялӗпех тухнӑ. Унчченхине йӑлтах ҫӗмӗрсе тимӗр бетонлӑ пӑрӑх хунӑ, унтан тӑпра турттарнӑ. Хӑшӗ-пӗри транспортпа пулӑшнӑ. Халӑх кар тӑрса ӗҫленӗ, кӗпере пӗр кунрах туса пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ялта такӑр ҫул пулнинчен мӗн пахи пур? Ялсенче ҫулсене юсас ӗҫ тӗп вырӑнта шутланать. Ара, лачака ҫӑрӑлсан васкавлӑ медпулӑшу та ҫитеймест, пушар тухсан пушарнӑйсем те кӗреймеҫҫӗ-ҫке-ха. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗнчи ҫулсем мӗнле лару-тӑрура пулнине ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ сӑнаса тӑрать. Тӗмпек ялӗнчи тӗп урамри 300 метр тӑршшӗ ҫула юсанӑ. Иртемен ялӗнчи Чие ҫырлин урамӗнчи кӗпер ейӳ сарӑлсан арканнӑ. 60 метр тӑршшӗ ҫул та сиенленнӗ. Вӗсене юсанӑ. Ял ҫыннисем те айккинче тӑман — ҫул ӗҫченӗсене пулӑшнӑ. Уйрӑмах Александр Фирсова, Петр Игнатьева, Андрей Трофимова палӑртмалла. Халӗ ҫынсем патне кирек хӑш ҫанталӑкра та васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кивӗҫ Эйпеҫ хитреленет Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗ хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Икӗ ҫул каялла унти Ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнассине, ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтанпа ку ялта самай ӗҫ туса ирттернӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑл тӑрӑхри пӗр ӑста, Р.Н. Шарыпкин ятлӑ платник тата столяр тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманӗ вырнаҫтарнӑччӗ. Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗ чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ҫулсерен ирттерекен конкурссене те вӗҫӗмех хутшӑнать. Унта палӑрнишӗн тивӗҫнӗ укҫапа ялти Культурӑпа кану паркне хӑтлӑх кӳме тротуар плити туяннӑ, халӗ ӑна сараҫҫӗ. Ҫӗнелсе илемленнӗ парка кайран республикӑри конкурса тӑратма ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнчи ҫынсем ҫул сарса парасса кӗтмен — хӑйсемех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ял пысӑках мар, 1 урам ҫеҫ, унта — 50 ҫурт. 2 ҫул каялла вырӑнти хысна укҫипе 400 метра вӗтӗ чул сарса панӑ. 550 метр валли ҫитмен. Кӑҫал Владимир Барышев пуҫарӑвӗпе, вӑл ялта пурӑнать, ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе — 160 пин тенкӗ. Унтан вӗсем смета хатӗрленӗ. Вӑл 440 пин тенкӗлӗх пулнӑ. 160 пин тенки халӑхран пухни кайӗ. Ытти — район администрацийӗн укҫи. Строительсем ӗҫе тӳрех пуҫӑннӑ. Малтан хӑйӑр сарнӑ, унтан щебень тӑкнӑ. 1 уйӑхрах ҫул сарса пӗтернӗ. Халӑх халӗ кӑмӑллӑ. Ҫӗрпӗве, Шупашкара ним мар тухса ҫӳреме пулать. Васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем те йӗркеллех ҫитме пултарӗҫ. Унччен вӗсене ял пуҫӗнче кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Аслӑ Таяпари "Шанчӑк" ансамбль Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ҫулла та пурнӑҫ кӗрлесе тӑнине вӑл тӑрӑхри район хаҫачӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ 9 кружок ӗҫлет иккен. Вӗсенчен 4-шӗ ачасем валли, ыттисем — аслӑраххисем валли. Кружоксене халӑх хаваспах ҫӳрет-мӗн. «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе ял ҫыннисене савӑнтарать. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть кӑна Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялне кайса килнӗ-мӗн те хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем концертшӑн пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе клуб валли чӳрече каррисем ҫӗлеттернӗ. Алексей Сурков музыкант пултаруллӑ хӗрарӑмсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем вӗрентме тӑрӑшать. Ҫапла вара хӑйсем те чун канӑҫне тупнӑ, ҫынсене те хавас кӑмӑл кӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |